23 марта 2011 г.
Юртан тулăх хĕлĕн те тÿнтер енĕ пур. Çулсене юр вăйлă хÿсе лартнипе сахал мар инкек тÿсет халăх: пушар, васкавлă пулăшу машинисем кирлĕ вырăна вăхăтра çитеймеççĕ. Телее, Элĕк районĕнче кăçал çакăн евĕр инкек-синкек пулмарĕ. Район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăрăшнипе 115 ял патне илсе çитерекен тата урам хушшинчи çулсене тасатсах тăраççĕ. Сăмахран, виçĕ район чиккинче вырнаçнă Мăн Ямаша Шупашкар автобусĕ куллен икшер рейс тума пултарать. Çул яланах таса, тап-такăр. Этмен ялĕнче пурăнакан Евгений Якимов хăйĕн «Беларусь» тракторне кирек хăш вăхăтра та юсавлă чуптарать. Шĕмшеш таврашĕнчи 19 ял халăхĕн ыйтăвне туллин тивĕçтерет: çулсене юртан тасатсах тăрать. Тăрăшуллă фермера ял çыннисем çавăншăн таса кăмăлтан тав сăмахĕ калаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета