29 июля 2019 г.
Ял культура çурчĕсĕр пурăнаймĕ
Кам-ха хăйĕн пултарулăхĕпе çынсен кăмăлне çĕклет, савăк кăмăл парнелет тата ахаль кун та илеме курма вĕрентет? Паллах, культура ĕçченĕ тата çак ĕçе хутшăнакан ялти ытти хастарсем. Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Мăн Шĕвĕшре пурăнакансем тахçантанпах вырăнта çĕнĕ культура çурчĕ хута каясса кĕтнĕччĕ. 2018 çулхи декабрь çурринче вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕчĕ темелле. Ял пурнăçне тÿрех чĕрĕлĕх кĕртрĕ культура вучахĕ.
Сассисем уçă, пултарулăхĕ иксĕлми
Юрра-ташша юратакансене пĕр çĕре пухассипе культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Дубинина пĕрремĕш кунтанпах ĕçлеме пуçларĕ. «Эстрада çăлтăрĕсен пĕр концерчĕ хыççăн пухăннă ял çыннине фольклор ушкăнне йĕркелесси çинчен пĕлтертĕм. Кăмăл пуррисене пурне те йыхравларăм. Тепĕр кунне тенĕ пекех вăхăтне усăллă ирттерес шутлисем йышлăн килчĕç», - каласа парать Ольга Александровна. Хĕрарăмсенчен Лидия Антонова, Капитолина Григорьева, Валентинăпа Инга Игнатьевăсем, Галина Тихонова, Эльвира Иванова, Светлана Данилова, Елена Иванова, Надежда Данилова, Алевтина Тарасова, Надежда Борисова килнĕ. Арçынсенчен Александрпа Иван Григорьевсем та «сенкер экран» умĕнче ларас темен. Геннадий Антонова вара пурте хапăлласах йышăннă. Купăс ăстисĕр мĕнле концерт пултăр-ха? Çапла вара кĕске вăхăтрах «Çăлкуç» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Юрă-ташă ăстисем хăйсен репертуарне чăваш тата вырăс халăх юррисене кĕртнĕ. Паллах, ташăсем те хатĕрленĕ.
Сцена çи-пуçне те артистсем таçтан аякран килсе парасса кĕтмен. Хăйсемех калаçса татăлса чăваш тумне çĕлеттернĕ. Вырăс халăх юррине шăрантарма пуç кăшăлĕсем хатĕрленĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе чи малтанах Мăншĕвĕшсене паллаштарнă. Унтан Юлăш, Чăваш Сурăм сценисем çинче юрласа ташланă. Районти «Хĕл ăсатăвне» те килнĕ, «Акатуя» та хутшăннă. Тантăш-пĕлĕшĕн чĕрисене тыткăнлама пултарнă вырăнти артистсене Мартынкасси уявне те чĕннĕ. Шÿтлĕ сценкăсемпе куракан умне тухакан Иван Григорьев районта иртнĕ конкурса та хутшăннă. Хальлĕхе малти вырăнсенех тухайман пулин те шÿтлеме пултарнине кăтартса панă.
«Çăлкуç» фольклор ушкăнне çÿрекенсем анчах мар, ял çыннисем те культура çурчĕшĕн Ольга Дубинина хăй те сахал мар тăрăшнине палăртаççĕ. Пултарулăхĕ чăнахах та иксĕлми ертÿçĕн. Сценăна хутпа е пусмапа усă курса тĕрлĕ чечекпе капăрлатнă. Ÿкерчĕк тăвассипе те пĕр-пĕр ăста ÿнерçĕрен кая мар вăл. Çĕнĕ культура çурчĕ хута кайнăранпа çур çул хушшинче Мăн Шĕвĕше çывăхри ялсенчи, районти фольклор ушкăнĕсем те килнĕ. Хĕл кунĕсенче кашни шăматкунах эстрада çăлтăрĕсен концерчĕсене пăхса киленнĕ Шĕвĕшсем. Ку чухне вара нихăçан та зал пушă пулман. Хĕлле юрласа-ташласа ĕшеннĕ артистсем çулла канаççĕ пулĕ-ха теттĕм. Çук иккен. Эпĕ культура çуртне çитсе кĕнĕ чухне фольклор ушкăнне çÿрекенсен ытларах пайне кунта куртăм. «Сасă хытасран май килнĕ таран кашни кунах пухăнса илетпĕр», - палăртаççĕ вĕсем.
Çамрăксен пулăшăвĕсĕр май çук
Аслисемпе пĕрлех ачасене те культура вучахĕн ĕçне явăçтарать Ольга Александровна. Кунта пĕчĕккисене валли сăвăсене илемлĕ вулама вĕрентессипе «Сăмах илемĕ» тата ÿкерме, ал ĕçне хăнăхассипе кружоксем ĕçлеççĕ. Аслă классенче пĕлÿ илекен, хулара тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче ăс пухакан, ĕçлекен яшсемпе хĕрсем те культура çуртне тулли кăмăлпах çÿреççĕ. Хальлĕхе пурлăхпа техника бази тĕлĕшĕнчен клуб чухăнрах пулнăран ял çамрăкĕсем спонсорла пулăшу панă. Колонкăсемпе сасă вăйлатакан аппаратурăна хăйсен укçинчен туяннă. Пушă вăхăта та усăллă ирттерме дартс парнеленĕ. Клуб çумĕнче çамрăксен пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Çак ушкăн канмалли кунсенче ташă каçĕсенче кунти лăпкăлăхшăн яваплă.
Обществăлла ĕçрен те аякра юлмаççĕ яшсемпе хĕрсем. Мăншĕвĕшсем çу кунĕсен пуçламăшĕнчех пысăк йышпа пухăнса кивĕ клуб умĕнчи лаптăка тасатнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене хисеп туса лартнă палăка хăтлăх кĕртнĕ, сăрласа илемлетнĕ.
Кунсăр пуçне çамрăксем ялта тура тата анатра пурăнакансем хушшинче футболла выляссипе ăмăрту ирттерессине те йĕркеленĕ. Волейбол лапамне те хатĕрленĕ, мечĕксене те туяннă. Халĕ кунта каçсерен ача-пăча, çамрăк пухăнать, хăйне евĕрлĕ тупăшу ирттерет.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета