19 июля 2019 г.
«Новый путь» хуçалăхри сĕт-çу комплексĕсем пысăк производство предприятине аса илтереççĕ. Вĕсем виççĕшĕ те хăватлă. Пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеççĕ, ÿсĕмне те тăваççĕ.
Хальхи вăхăтра выльăхсем яра куна уйра. Кунта ирĕккĕн çÿреççĕ вĕсем. Курăкĕ хÿхĕм, шывĕ те патĕн-чех. Витаминлă, минераллă хутăшсем кирлине те шута илнĕ. Вĕсемпе тулăх тивĕçтернĕ. Çапла выльăх- чĕрлĕхе пур услови те туса панă. Вĕсене тахçанах пушăпа, туяпа та хăваламаççĕ ĕнтĕ. Ĕнесем уйра хăйсемех çÿреме хăнăхнă. Электрокĕтÿçĕ шанчăклă пăхса тăрать вĕсене. Каçхине е çумăр çăвать - хăтлă витере «ăслă» выльăхсем. Çапла юмах тĕнчинче тейĕн, лайăх пăхса усраççĕ вĕсене.
Выльăх пăхакансен те пăшăрханма сăлтав çук. Тĕрлĕ автоматпа, механизмпа анлă усă кураççĕ вĕсем. Доярка, сăмахран, ĕне çиллине çуса тасатать те аппарат кăна тăхăнтартать. Унăн алли сĕте те перĕнмест. «Шурă ылтăнăн» вара хăйĕн çулĕ. Пăрăх тăрăх юхать те юхать вăл, сивĕтмĕше васкать, унтан автомашина çине. Пушаннă сивĕтмĕше автомат кирлĕ пек им-çамласа тасатать, шывпа та чÿхет. Сĕт пăрăхĕсем те çавнашкал майпах тасалаççĕ. Çав хушăрах кирлĕ кнопка çине пусакан, ĕçе асăрхаса, йĕркелесе тăракан кирлех. Кусем - слесарьсем, операторсем, чăн инженерсем тейĕн. Çапла яра куна хăйне май ырă кĕвĕ комплексра. Ĕç конвейерĕ вара шăвать те шăвать. Кашни ĕçчене пĕрлештерет, хутшăнтарать вăл. Пĕтĕмпех кун йĕркипе килĕшÿллĕн пулса пырать.
Юлăшри комплекс начальникĕ Александр Орлов, авă, ĕçе вĕçленипех киле васкама хăнăхман. Вăл чылай чухне вăхăтне кунтах ирттерет.
- Выльăх апачĕ çулленех ытлă-çитлĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр. Çак кунсенче сенаж хывассипе яра куна ĕç вĕресе тăчĕ. Техника йышлă хутшăнчĕ. Симĕс масса тиенĕ автомашинăсем уйран пĕр вĕçĕмсĕр килсе тăчĕç. Траншейăри курăка технологие пăхăнса хыврăмăр, пусăрăнтартăмăр. Çапла кĕске вăхăтрах паха апат хатĕрлеме пултартăмăр, - савăнсах каласа пачĕ уçă кăмăллă ĕçчен.
Иртнĕ çул сенаж, силос хывса хăварнă траншейăсем те пушанманччĕ-ха. Технологие пăхăнса хатĕрленĕ апат лайăххипех. Унпа хутăш апат хатĕрленĕ çĕрте анлă усă кураççĕ.
Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче çав. Лайăх тăрантарсан сĕтне те антарать. Çавна тĕпе хурса апата лайăх пахалăхпа хатĕрлеççĕ. Малтанхи пек утта, улăма ахальлĕнех хурса парас йăла çук кунта. Пĕтĕмпех лайăххăн вĕтетеççĕ, çемĕçтереççĕ. Çав хутăш апат çине мĕн кăна хушмаççĕ-ши - каласа та пĕтереймĕн. Ку енĕпе ятарлă техника ĕçлет. Владислав Константинов агрегачĕ тутлă шăршăллă хутăш апата выльăхсене «сĕтел» çине хурсах парать.
- Пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. Кашниех чун-чĕререн парăнса ĕçлет. Людмила Кузьмина, Ольга Павлова дояркăсем чăн-чăн ăстаçăсем. Йышлă выльăха пăхса тăраççĕ вĕсем. Иртнĕ çул 112 ĕне пулнă пулсан, кăçал 131-не çитертĕмĕр. Лариса Михайлова техник- осеменаторăн та алли ларать. Малтанхи вăхăтра дояркăра чи малта пынăскер çĕнĕ ĕçе те парăнтарать. Пĕлтĕр 192 пăру илме пултартăмăр, - хаваспах пĕлтерчĕ Александр Алексеевич.
Светлана Константинова вара ултă уйăха çитичченхи пăрусене - 110 пуçа пĕчченех лайăх пăхать иккен. Ираида Сорокинăпа Елена Константинова ĕçченсем те çамрăк выльăхсене зоотехника науки вĕрентнĕ пек пăхса тăраççĕ. Тăрăшни ăнăçу кÿретех. Выльăхсем лайăх аталанаççĕ, ÿт хăвăрт хушаççĕ. Пăрулаттармалли ушкăнра вăй хуракан Людмила Волкова та парăнмасть. Вăл пăрусене тĕрĕс-тĕкел алла илессишĕн тимлет. Вĕсене çирĕм куна çитиччен сывă пăхса ÿстерет. Тин çеç пăруланисене сăвассипе те ĕçлет. Опытлă ветеринари врачĕ юнашар пулни шанăç кÿрет. Галина Евдокимова выльăхсен сывлăхне тĕрĕслесех тăрать.
Ертÿçĕ кашнин ĕçĕпе кăмăллă пулни мĕн тери аван. Александр Орлов хăй те чун-чĕреллĕ те сăпайлă çын пулни яр уççăнах палăрать. Паллах, кăмăла хирĕç кăмăл. Туслă, килĕшÿллĕ лару-тăрура ĕçлесе пынине мĕн çиттĕр. Александр Алексеевич çăмăл мар лава пĕр тикĕс туртса пыни те куç кĕрет. Кашни ĕнерен сĕт сăвассипе хуçалăхра, районта та малта пыраççĕ вĕт Юлăшсем. Вĕсен çур çулхи кăтартăвĕ - 4284 килограмм. Ÿсĕм чикĕ мар хастар коллектившăн. Комплексра сĕт сăвассине ÿстерсех пыма тĕллев лартнă. Халĕ те кашни ĕне куллен 23 килограмм сĕт антарать.
Ĕçри кăтартусене куллен, уйăхсерен пĕтĕмлетесси ырă йăла пулса тăнă. Умри чикĕсене çĕнсе илеççĕ те пысăк тÿлеве тивĕçеççĕ хастарсем. Мĕнех калăн, ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Иван Игнатьев тăрăшуллисене хавхалантарма яланах хавас. Ун пек чухне вара хавхалану туйăмĕ çуралать, вăй-хал хушăнать, лайăх ĕçлес, пурăнас та килет.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета