Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Антоновкăна карттă çинче тÿрех тупма пулать

19 июля 2019 г.

Антоновкăна карттă çинче тÿрех тупма пулать

Антоновкăна карттă çинче тÿрех тупма пулать. Каяс пулсан вара çитеймĕн. Мĕншĕн тесен район центрĕнчен 12 километрта вырнаçнă ял.

Кирпĕч çурт умĕнче чарăнтăмăр. Вăхăт нумай та иртмерĕ — пирĕн енне йывăр сумка йăтнă хĕрарăм утни курăнчĕ. Шăпах Галина Иванова ку, пире кирлĕ çын. Антоновкăра юлашки 30 çул пурăнакан пĕртен-пĕр хĕрарăм вăл. Галина Владимировна район центрĕнчен таврăнать-мĕн. Çав кун унта пасар пулнă. Кÿршĕ ялтан, Анатри Юлăшран, вăл çуранах утса çитнĕ. Унта вара Элĕкрен çула май машинăпа çитнĕ.
Галина Владимировна Анатри Юлăш ялĕнче çуралнă, Антоновкăна качча килнĕ. Çак ял каччипе Радим Ивановпа пĕрлешсен унтах тĕпленнĕ. Хулана кайма шухăшламан çамрăк çемье. Уçă сывлăш, тавралăх килĕшнĕ вĕсене. Кил хуçи пĕр вăхăт вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Галина вара чылай çул район центрĕнчи ваттисен çуртĕнче тăрăшнă. Ĕçе мĕнпе çÿренĕ-ха вăл? Ара, яла автобус килмест-çке! Хĕрарăм Антоновкăна сĕт пуçтарма килекен машинăпа çула май ларса кайнă. Халĕ те, ĕçпе тухса кĕмелли пур тăк, район центрне е кÿршĕ ялсене çапла çÿрет.
Ивановсем 3 ĕне, вăкăр, сысна, кăвакал, чăх-чĕп, цесарка усраççĕ. «Хам астăвасса яланах 3 ĕне тытнă эпир», — терĕ хĕрарăм. Выльăха кĕтĕве кÿршĕ яла ăсатаççĕ. Ваттисен çурчĕ хупăннă хыççăн Галя аппа кил хуçи арăмĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Килĕнче пĕр кинемее пăхать вăл, ăна хÿтте илнĕ. Ĕçе вырнаçма шухăш пур-ха Галина Владимировнăн. Анчах ĕç вырăнĕ çукки ура хурать. Ивановсем выльăх усраса çемье енчĕкне туллилетме пултараççĕ. Кашни кун сĕт парса 2 кунра пĕрре укçа илеççĕ. Кил хуçи те укçа ĕçлесе илмелли майсем тупать. «Ĕç вырăнĕ çукки хăратмасть, ялта пурăнма лайăх. Çавă пĕлтерĕшлĕ», — терĕ Галина Иванова. «Вăрманта пурăнма хăрамастăр-и?» — интереслентĕмĕр унран. «Ара, мĕнрен хăрамалла? Çĕленрен-и? — кулчĕ. — Ăна пĕрре те курман. Çĕмĕрле районĕнче ав кил алăкĕ умнех пырса выртаççĕ тенине илтрĕм» 
(Антоновкăра икĕ çемье кăна пурăнать. Ирина КОШКИНА)

www.hupar.ru

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика