11 июня 2019 г.
2019 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнче «Новый путь» хуçалăхра машинăпа ĕне сăвакан маçтăрсен конкурсĕ пулнă.
Ăна ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен професси ăсталăхне ÿстерес, чи лайăххисене тупса палăртас тĕллевпе ирттернĕ. Унта 5 çын хутшăннă. Жюри теори пĕлĕвне, практикăлла ĕçри пултарулăха та хакланă. Конкурса хутшăннисен тест евĕрлĕ 20 ыйту çине тĕрĕс хуравламалла пулнă. Хыççăн, практика тапхăрĕнче - сумалли аппарата салатса пухасси, ĕнене сума хатĕрлесси, сăвасси.
Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, ĕнесене машинăпа сăвакан чи лайăх маçтăр «Новый путь» хуçалăх доярĕ Александр Арсентьев пулнă. Иккĕмĕш вырăна «Авангард» хуçалăхри ĕне сăвакан Михаил Редьков тухнă. Виççĕмĕшне «Новый путь» хуçалăхри Людмила Волкова тивĕçнĕ. Конкурсра мала тухнисене дипломсем, хаклă парнесем парса чыс тунă. Александр Арсентьев çĕнтерÿçĕ район чысне «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществăра июнĕн 20-мĕшĕнче иртекен республикăри конкурсра хÿтĕлĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета