29 мая 2019 г.
Юлăшсем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ
Юлăш ялĕ еннелле тап-такăр çул тăсăлать. Тавралăхĕ те ытарми. Пĕр енче, авă, ешĕл вăрман тыткăнлать, тепĕр енче - йывăçсен тăрăхĕ. Хунавсем пĕри тепринпе ăмăртсах çÿлеллех кармашаççĕ тейĕн.
Часах выльăх-чĕрлĕх çурчĕсем те ума тухрĕç. Ку «Новый путь» хуçалăхăн сĕт-çу комплексĕ. Пĕрре пăхсах хăватлă производство объекчĕ пулни курăнать. Çапла, хуçалăхра кăна мар, районта та чи малта пыракансен шутĕнче Юлăшри сĕт-çу комплексĕ. Çывăхрах - симĕс тумлă уйĕсем те. Вĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра, ла-йăх пахалăхпа ирттерни çинчен систереççĕ. Хуп-хура ана чылаях пысăк лаптăк йышăннине те курма тÿр килчĕ. Йăлкăш ял тăрăхĕн территорийĕнчи усă курман çĕр лаптăкне сухаласа çемçетме те ĕлкĕрнĕ Юлăшсемпе Чăвашсурăмсем. Паллă ĕнтĕ, кĕр кунĕсем çитсен унта кĕрхи тулă е ыраш акса хăвараççĕ.
Вăрăм кĕпер урлă каçсанах - Анат Юлăш ялĕ. Унăн урамĕнчи асфальт çулпа иртме те кăмăллă. Ялăн центрĕ те ума тухрĕ. Кунта шăтăр-шăтăр клуб çурчĕ, райпо магазинĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа лартнă палăк мăнаçлăн курăнать.
Таврана уяв сăнĕ кĕртни те яр уççăнах палăрчĕ. Илемлĕ кĕвĕ янăрать. Урамрах капăрлатнă сцена та. Юлăшсен ырă йăла пур-çке. Вĕсем çурхи хĕрÿ тапхăрти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăнах ял уявне ирттереççĕ. Кăçал та ку праçника майăн 23-мĕшĕнче тивĕçлипех паллă турĕç. Аслă çулхисем каланă тăрăх, кунта çулленех ял-йышпа пĕрле пăтă çиеççĕ. Çÿлти Турăран ырлăх-пурлăх ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр кунĕнче вара - ял уявĕ. Ăна маларах Юлăш ярмăкĕ тесе палăртнă. Ырă йăла-йĕркене çĕнетсе пыни те лайăхах. Тăрăшса, ÿсĕмлĕ ĕçленĕ хыççăн тата мĕншĕн савăнас мар-ха?
Уяв кунĕнче çанталăкĕ ăмăрлăрах пулчĕ. Тавралăха çумăр пĕлĕчĕсем çавăрса илчĕç. Ăшă çумăр пĕр хушă вĕтĕртетсе те илчĕ. Анчах та Юлăшсене уяв ирттерме чăрмантарас темерĕ ахăртнех.
Çумăр пĕлĕчĕсем сирĕлчĕç те, сар хĕвелĕ те йăл кулчĕ. Çапла уява ăнăçлă ирттерме майĕ те пулчĕ. Ял-йыш праçнике кĕске вăхăтрах йышлăн пухăнчĕ. Пурте капăр тумланнă. Ял çыннисем кăна мар, хăнасем те çитнĕ. Уяв вырăнĕ килĕшÿллĕ. Ларма саксем вырнаçтарнă. Меллĕ вырăнта, сулхăнра «столовăй» ĕçлерĕ. Клуб алăкĕ те яриех уçă тăчĕ. Уяв «Юлăш» фольклор ушкăнĕн юррисемпе уçăлчĕ. Юлăшсене чыслама Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин килнĕ.
- Маттур эсир Юлăшсем, ырă йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăнатăр. Ĕç умĕнче пуç усмастăр. Вăй хурса тимлесе ÿсĕм тăватăр. Пушă вăхăтра канма та пĕлетĕр. Эсир юрă-ташăра та чăн-чăн артистсем пекех. Малашне те çапла хастар пулăр, пурнăçăр ăнса пытăр. Пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ăнăçу сунатăп, яланах сывлăхлă пулăр, - терĕ Виктор Юрьевич.
«Новый путь» хуçалăх правленийĕн членĕ Валентина Павлова та ял çыннисене саламласа ăшă сăмахсем каларĕ. Уява хуçалăхри профком председателĕ Татьяна Гордеева, тĕп экономист Светлана Ильина та хутшăнчĕç.
- Çак кунсенче ял хуçалăх культурисен калчисем епле шăтса тухнине тĕрĕслерĕмĕр. Тĕш тырăсен уйĕсенче шăйрăксем çук, калча парка ешерет, пысăк тухăç парасса шантарать, - савăнса пĕлтерчĕ специалист.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов та салам сăмахĕсем каласа ыррине сунчĕ. Районти «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕ Марина Леонтьева та ял ĕçченĕсем ĕçре, юрă-ташăра хастаррине палăртрĕ. Малашне те ăнăçу, телей, сывлăх сунса саламларĕ. Çырăнтару тапхăрĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан Чăваш Сурăм çыхăну уйрăмĕн почтальонкине Римма Егоровăна Хисеп хучĕпе чысларĕ.
Ялти ятлă-сумлă çынсем те хисепе тивĕçрĕç. Çавсен шутĕнче Алинăпа Федор Орловсем тата Людмилăпа Анатолий Волковсем пулчĕç. Уявра чи çамрăкки, кăçалхи февральте çут тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчи Снежана Константинова пулнине палăртрĕç. Чи аслисенчен пĕри вара Федора Давыдова иккен. Вăл 95 çул тултарнă. Юлăшсене уяв ячĕпе саламлама кÿршĕсем - Чăваш Сурăмĕнчи ветерансен хорĕ, Мăн Шĕвĕшри юрă-ташă ăстисем, Вырăс Сурăмĕнчи «Варкăш» фольклор ушкăнĕ хутшăнчĕç.
Ял уявне ирттерессине йĕркелессипе Юлăш клубĕн ертÿçи Валентина Иванова уйрăмах пуçарулăхпа çаврăнăçулăх кăтартрĕ. Юрă-ташăпа пĕрлех праçникре спорт мероприятийĕсем, вăйăсем те пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем парнесене тивĕçрĕç. Ял-йыша, хăнасене какай шÿрпипе, ытти тутлă апат-çимĕçпе сăйланма та майсем пулчĕç.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета