23 октября 2018 г.
Чăваш Сурăм шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем ял библиотекинче пулнă. Ку мероприятин тĕллевĕ - ачасене обществăлла вырăнта хăйсене тытма вĕрентесси, библиотека ĕçĕпе паллаштарасси, кĕнекепе туслаштарасси. Наталия Гаврилова библиотекарь çамрăк вулакансен пĕлĕвне тĕрĕслеме шутланă, юмахсемпе викторина ирттернĕ. Ачасем вара çухалса кайман, пĕтĕм ыйтусем çине хуравланă. Юратнă кĕнекесене пĕлессипе ачасем литература конкурсĕсене хутшăннă. Вĕренекенсем вулав залĕнче те пулнă, кĕнекесемпе хаваспах паллашнă.
Библиотекăра пулни ачасемшĕн пĕлÿ çăлкуçĕ вырăннех. Кунта ачасен çĕннине, интереслине, кирлине чылай пĕлме май килнĕ. Малашне вĕсем чăн-чăн кĕнеке тусĕсем пулĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета