07 ноября 2018 г.
Уй-хир... Хĕрÿ ĕççи... Çак професси çыннисемшĕн ку сăмахсенчен чуна çывăхрах урăх çук та пулĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕ - вĕсемшĕн ытахаллĕн каланă сăмах анчах мар-ха, çакă чун туртăмĕ тата пурнăçĕ.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра тăрăшакансем хăйсен професси уявне паллă турĕç. Çак кун йăлана кĕнĕ йĕркепе ял хуçалăх ĕçĕсене пĕтĕмлетеççĕ, çăмăлах мар ĕçре палăрнисене чыслаççĕ.
Кăçал та ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлесе патшалăх наградисене тивĕçнисене Правительство çуртне пухнă.
- Кăçал çанталăк çĕр ĕçченне питех савăнтармарĕ пулин те эсир тăрăшуллă пулнăран, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕрен тата хăвăр пуян ăс-хакăлăрпа куллен усă курнăран пысăк пахалăхлă тĕш тырă 628 пин тонна яхăн пухса кĕртме пултартăмăр. Чăваш Ен сĕт, аш-какай, çăмарта туса илессине ÿстерсех пырать. Патшалăх çак отрасле аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
2018 çулта Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне патшалăх пулăшăвĕ парасси 26 процент ÿсрĕ, çакă 3 060,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Эсир çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе - патшалăха апат-çимĕçпе тивĕçтерессине хăвăр çине илнĕ. Çакна вара тÿрĕ кăмăлпах пурнăçласа пыратăр, - пухăннисене саламланă тата тав тунă май палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Патшалăх наградисене тивĕçнисен йышĕнче аграри предприятийĕсен ертÿçисемпе пĕрлех куллен пысăк тухăç илессишĕн тăрăшакан механизаторсемпе водительсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем те, тирпейлекен промышленноçăн производство цехĕн специалисчĕсем те пулнă.
Сăмах май, патшалăх наградисене илнисен йышĕнче çулсеренех Элĕксем пулни те савăнтарать. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн аллинчен «Новый путь» хуçалăхра тăватă теçетке çул ытла водительте тăрăшакан Станислав Евдокимов Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хутне илнĕ.
Кунсăр пуçне Чăваш Сурăмсем черетлĕ хут республикăри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хушшинче ирттерекен экономика ăмăртăвĕнче палăрнă. «Новый путь» хуçалăх ертÿçине Иван Игнатьева ял хуçалăх производствинче, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре тухăçлă ĕçленĕшĕн пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа чысланă.
Савăнăçлă мероприяти «Шупашкар – Арена» Пăр керменĕнче иртнĕ. Уяв тĕлне регионти апат-çимĕç туса кăларакан тата тасатса тирпейлекен предприятисем хăйсен продукцийĕсемпе курав хатĕрленĕ. Çакăнта ĕнтĕ çĕнĕ продукцин ассортименчĕсемпе пуçласа паллаштарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе - Ял хуçалăх министрĕпе Сергей Артамоновпа тата ытти официаллă çынсемпе курава пăхса тухнă.
Пăр кермене пухăннисене саламланă май Михаил Васильевич ял хуçалăх отраслĕн аталану çул-йĕрне палăртнипе пĕрлех малашнехи тĕллевсене те асăннă. Уява пухăннă çак отраслĕн ветеранĕсене паян та хăйсен пуян опытне тĕпе хурса вĕрентсе пынăшăн тав тунă. Мероприятие килнисене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова саламланă.
Ял хуçалăх ĕçченĕсене Раççей халăх артистки Надежда Бабкина тата «Русская песня» ансамбль хăйĕн юрри-ташшипе саламланă.
Э.ЭЛИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета