11 сентября 2018 г.
Районти хуçалăхсенче ĕççи сарăлсах пырать. Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене пухса кĕртессине ял хуçалăх предприятийĕсем мĕнпур лаптăк çинче пурнăçланă. М.Журавлев, С.Александров, В.Матвеев хресчен-фермер хуçалăхĕсем вырмара юлса пыраççĕ.
Çĕр улми 69 гектар (15 процент) кăларнă. Ку енĕпе С.Волков, В.Варламов, М.Журавлев, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕçлеççĕ.
Кĕр тыррисене 3040 гектар (76 процент) акнă. «Авангард», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, В.Узянов ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче кĕр акине пуринчен малтан вĕçленĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета