29 июня 2018 г.

Историпе культура пуянлăхне упраса хăварас тĕлĕшпе яваплăха ÿстерес, аваллăхри историе вĕренессине вăйлатас, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурас, массăллă велоспорта аталантарас тĕллевпе Чăваш Сурăмĕн-чи ялти библиотека «Юрататăп сана, манăн Чăваш Ен: Элĕк районĕ» проектпа килĕшÿллĕн «Аваллăхăн çул-йĕрĕ тăрăх» велочупу ирттернĕ. Унăн маршручĕ: Чăваш Сурăмĕнчи халăх таврапĕлÿ музейĕ - ирĕке кăларакан Салтак палăкĕ - Сурăм юханшывĕ - Чăваш Сурăм сали - Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕ истори вырăнĕсем тăрăх. Çавăн пекех Чăваш Сурăм салинчи чиркÿ пулнă вырăнта чарăннă.
Музей заведующийĕ Н.Ильин 20-мĕш çулсенче Чăваш Сурăм территорийĕнчи истори пулăмĕсем, Чăваш Сурăм сали пулса кайни çинчен каласа панă. Пĕчĕк Шĕвĕшре пурăнакан А.Кузьмин тăван ялĕн историйĕпе паллаштарнă, çавăн пекех Хурăнсен тăрăхĕ - «Хурăнлă çул» пирки те. Çав «Кĕтерне çулĕ» Элĕк район территорийĕпе Етĕрнерен Çĕрпÿ еннелле Чăваш Сурăм урлă иртет.
Ачасем велочупу хыççăн библиотекăра «Тăван ен сукмакĕсемпе» брейн-ринг ирттернĕ.
С.Иванова.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета