03 августа 2018 г.
Элĕк енри пур хуçалăхсенче те тырă вырасси тата выльăх апачĕ хатĕрлесси ăнăçлă пырать. Район ертÿçисем хĕрÿ тапхăр мĕнле пынипе интересленсех тăраççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Анатолий Прохоров, Элĕк тата Муркаш районĕсенчи патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем Константин Майоров тата Сергей Николаев «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсене тата А.Григорьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче пулнă. Асăннă хуçалăхсенче кĕрхи тулă вырасси кал-кал пырать. Тырра 103, 60, 40 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.
«Хальхи вăхăтра хуçалăхсен тĕп тĕллевĕ - тырра вăхăтра, çухатусăр пухса кĕртесси», - палăртрĕ Лидия Михайловна. Вăл ĕçре пурне те ăнăçу сунчĕ.
Патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем КЗС-1218 «Полесье» комбайнсене, пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем пуррине тĕрĕсленĕ. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлемелли çинчен каланă.
Çакна та палăртмалла. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 359 гектар (17,4 процент) çинчен пухса кĕртнĕ. Тырă пурĕ 754 тонна çапса тĕшĕленĕ. Вăтам тухăç - 21 центнер. Уй-хирте 11 комбайн ĕçлет. Вырма ĕçĕсем пынипе пĕрлех кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Пурĕ 2210 гектар сухаласа çемçетнĕ. Утă 2900 тонна, сенаж - 3100, силос 3400 тонна хатĕрленĕ. Кашни условнăй выльăх пуçне 15,4 центнер апат единици янтăланă.
А.ПЕТРОВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета