21 июля 2017 г.

«Çирĕп ертÿçĕ», - теççĕ «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи И.Н.Игнатьев çинчен. Кун пек хисепе тивĕçме вара çăмăлах мар. Ял хуçалăх предприятине паянхи шая кăларас тесен темиçе çул тăрăшса ĕçлеме, вун-вун каç ыйхă вĕçтерме тата мĕн чухлĕ нерва пĕтерме тивнине те сăмахпа палăртма та çук. Тĕрĕссипе вара, Иван Николаевичăн пурнăçĕнче çакăн пек пулнă та: нерва та пĕтернĕ, вăй-хала шеллемесĕр ĕçленĕ те, халĕ вара лайăх кăтартусем куç умĕнчех.
Çакна Чăваш Сурăмĕнчи, Мăн Шĕвĕшри, Юлăшри производство участокĕсенче çулран-çул çĕнĕ объектсем хута кайни те çирĕплетет. Халĕ, сăмахран, виçĕ уйрăмĕнче те пысăк строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Чăваш Сурăмĕнче пĕчĕк пăрушкасене валли ятран уйрăм çурт тăвассипе ĕçсем пуçланнă, Мăн Шĕвĕшре çĕнĕ йĕтем çĕкленĕ, Юлăшра вара - пăруламалли ĕнесене валли ферма. Тÿрех палăртам, мĕнпур ĕçе Сурăмсем хăйсен вăйĕ-пе пурнăçлаççĕ.
Эпир Мăн Шĕвĕшри йĕтем çине çитнĕ чухне строительсен бригадирĕ Гордей Борисов ĕçтешĕсене паянхи тĕп тĕллевсемпе паллаштаратчĕ.
- Кивĕ йĕтем 1974 çулта хута кайнăччĕ. Унтанпа ăна тивĕçлипе тытса тăрас тесе вак-тĕвек ĕçсене çеç пурнăçланă. Анчах та юлашки тапхăрта каштасем çĕрĕшсех кайрĕç, хуçăлса анас хăрушлăх та пурччĕ, - мĕншĕн çине тăрсах строительство ĕçĕсене пуçлама тивнин тĕп сăлтавне палăртать бригадир. Йĕтем тунипех çырлахма шутламан-ха хуçалăхра. Унпа юнашар вырнаçнă тырă аламалли ЗАР-5 те тĕпренех çĕнетнĕ. Унччен вутă хутса тырă типĕтмелли пулнă кивелсе кайнă уйрăм çурта та пăснă. Соляркăпа ĕçленĕ сушилка та вăхăт иртнĕçемĕн юрăхсăра тухнă, ăна та пăснă. Тырă-пулă алласа типĕтмелли çĕнĕ вăйлă комплекс çĕкленнĕ Мăн Шĕвĕшре.
Кăçал çураки ĕçĕсем вĕçленсенех кунта пысăк стройка пуçланнă. Вырăнти строительсен ушкăнĕ кивĕ йĕтеме пăснă. Ун хыççăнах Элĕкри «Тепловодоканал» обществăн ĕçченĕсем бетон арккăсене вырнаçтарнă. Ытти пĕтĕм ĕçе пурнăçлассине хуçалăхри ăста строительсем хăйсем çине илнĕ. Арккăсене кашталанă, хăмасем çапса тухнă, тăррине çут тимĕрпе витнĕ. Халĕ «Алиководорстрой» организаци ĕçченĕсем йĕтем айне асфальт сарассипе ĕçлеççĕ.
Мăн Шĕвĕш строителĕсене пулăшма ку чухне Чăваш Сурăмĕнчи тата Юлăшри производство учас-токĕсенчи ĕçтешсем те килнĕ. ЗАР-5 тăвасси вĕсем çине тиеннĕ те. Чи малтанах кунта уйран вырса килнĕ тырра алламалли хăватлă çĕнĕ икĕ пысăк оборудовани вырнаçтарнă. «УЗМ - 30Ÿ15 - 3» тата «ПСМ - 25» оборудованисене Тутар Республикинчи специалистсем лартнă пулсан, ыттине пĕтĕмпех кунти строительсем. Ку чухне кунта уйрăмах «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче сварщикра ĕçлекен Геннадий Александровăн сахал мар тимлеме тивнĕ.
Тырă йышăнмалли ямăна та пĕтĕмĕшле çĕнетнĕ, ун йĕри-тавралли территорие те хăтлăх кĕртнĕ. Çĕр хурса хăпартнă, бетонланă. Сăмах май, йĕтем таврашĕнчи пĕтĕм лаптăка бетонланă е асфальт сарнă.
- Вырма пуçланиччен Виталийпа Николай Максимовсенчен, Виталийпа Алексей Ивановран, Александр Димитриевран, Виталий Арсентьевран тăракан ушкăнăн хуралçăсен çуртне туса пĕтернипе пĕрлех ЗАР-5 çинче машинист пÿлĕмне, йĕтем айĕнче ĕç хатĕрĕсене упрамалли склад тумалла, - палăртать Г.Борисов ĕçтешĕсем патне васканă май.
Эльвира КУЗЬМИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета