16 июня 2017 г.
Ялти культура çурчĕ халăха концерта, пĕр-пĕр уява е пухăва, çамрăксене ташă каçĕсене пуçтармалли вырăн шутланать. Вăл пурри ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Анат Юлăш ялĕнчи культура çурчĕ самаях кивелнĕ. Унăн çурт тăрринчен çулсеренех шыв аннă, çавна май стенисем те юхăннă. Иртнĕ çул çурт тăррине улăштарма май килнĕ. Халĕ пĕр пÿлĕмри маччине, стенисене, урайне сăрласа пĕтернĕ. Çак ĕçе пурнăçлама вырăнти «Йолăш» фольклор ушкăнне çÿрекенсем пуçăннă. Концертсене çÿресе пуçтарнă укçа-тенкĕрен сăрăсем туяннă. Хăйсен вăйĕпех иртнĕ çул залри чÿрече каррисене те çĕнĕрен илсе çакнă. Ял çыннисене пуçтарса уявсем йĕркелеме май пултăр тесе пĕтĕм вăйран тăрăшаççĕ культура ĕçченĕсем.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета