28 апреля 2017 г.
Ĕнер Шупашкарта «Çĕнтерÿ» Асăну комплексĕнче кадет класĕсем хушшинче «Кадетсене тĕрĕслесси» стройпа утассипе республикăри XX смотр иртнĕ. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă.
Смотра 18 муниципалитетри 52 кадет класĕ 3 ушкăнра хутшăннă. Пирĕн район чысне Чăваш Сурăм шкулĕнчи кадет класĕнче вĕренекенсем хÿтĕленĕ. Вĕсем кĕçĕн ушкăнрисем хушшинче мала тухассишĕн ăнтăлнă. Кадет класĕн ертÿçи Константин Громов палăртнă тăрăх, смотра кайма шкул ачисем тĕплĕн хатĕрленнĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен ÿсĕмĕнче 17 команда хушшинче пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă.
В.МОРОЗОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета