13 января 2017 г.
Ача çурални - ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк телей, савăнăçлă та тĕлĕнмелли пулăм. Январĕн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 2017 çулта çуралнă пĕрремĕш пепкене регистрациленĕ.
Мăн Шĕвĕшри Николайпа Татьяна Тихоновсен çиччĕмĕш ача кун çути курнă. Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне Глафира ят панă. Вĕсен çемйинче çавăн пекех тăватă хĕрачапа икĕ ывăл ÿсет. Çав ятпа Тихонов- сене ЗАГС пайĕн начальникĕ Мария Николаева саламларĕ. Çуралнине ĕнентерекен свидетельство, асăнмалăх парне пачĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета