30 августа 2016 г.
Тыр-пул пухса кĕртнĕ çĕрте ĕçлекенсене хавхалантарас тĕллевпе район администрацийĕ комбайнерсем хушшинчи августăн 10-20-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ.
Ульянов ячĕллĕ хуçалăхри Вячеслав Яковлев пĕрремĕш вырăна тухнине палăртнă. Вăл «Полесье-1218» комбайнпа 300 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна 800 тенкĕлĕх парне парса чыс тăваççĕ.
«Новый путь» хуçалăхри Лев Егоров - иккĕмĕш вырăнта. «Полесье-1218» комбайнпа 226 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна 700 тенкĕлĕх парне параççĕ. Çак хуçалăхри Вениамин Константинов вара виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вăл «Полесье-1218» комбайнпа 214 тонна тырă çапса илнĕ. Ăна 600 тенкĕлĕх парнепе чыслаççĕ.
Çĕнтерÿçĕ комбайнерсене диплом парса та хавхалантараççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета