19 августа 2016 г.
Спорта юратакан, унпа кăсăкланакан çынна çан-çурăмне пиçĕхтерме нимĕнле сăлтав та кирлĕ мар. Кăмăл пулсан паян футболла выля, ыран - волейболла. Какаçра пурăнакансем темиçе çул каяллах çак тĕллевпех ял пуçĕнче хăйне евĕрлĕ спорт лапамĕ тунăччĕ. Кунта ача-пăча çеç мар, çамрăксем те, тĕрлĕ çулсенчисем те футболла выляма тăтăшах пухăнаççĕ. Кÿршĕллĕ ялсемпе те туслăх вăййине йĕркелеççĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче каллех йышлăн пухăнчĕç спорт лапамне ял çыннисем. Малтанах тĕрлĕ çулсенчи шкул ачисемпе ашшĕсем футбол вăййинче вăй виçрĕç. Вĕсен йышĕнче хĕрачасем те нумайăн пулчĕç. Шăпăрлансем çивĕчлĕхпе тĕлĕнтерчĕç пулсан, аслисем те парăнмарĕç. Вĕсем хыççăнах ялти çамрăксемпе тĕрлĕ çулсенчи арçынсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Ку хутĕнче те туслăх çĕнтерчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета