Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлăшсем - «Туслăх кăшăлĕнче»

29 июля 2016 г.

Халăх пултарулăхĕн республика центрĕн, Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕн тата вырăнти «Ямаш» фольклор ушкăнĕн пуçарăвĕпе иртнĕ шăматкун Виççĕмĕш Вăрманкасси ял çывăхĕнчи лапамра республика шайĕнчи «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль-конкурс ирттернĕ. Унта 13 коллектив хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Юлăш ял клубĕн «Шурăмпуç» ансамблĕ те пулнă.

Конкурс çĕнтерÿçисене тăватă номинаципе хакланă. Пултарулăх ушкăнĕсен лайăх юрласа-ташланисĕр пуçне тăван республика историйĕпе çыхăннă ыйтусем çине те хуравлама тивнĕ. Хăйсен коллективĕ çинчен чи лайăх та илемлĕ каласа кăтартмалла, хăна кĕтсе илме те пĕлмелле пулнă конкурса хутшăнакансен.

«Чи тарават коллектив» номинацире Юлăшсем призерсем пулса тăнă, 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

Валентина ИВАНОВА, клуб заведующийĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика