Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕр гранта тивĕçнĕ

26 июля 2016 г.

2006 çултанпа «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн чи лайăх вĕрентекенсене Президент грантне парса хавхалантарасси пурнăçа кĕрсе пырать. 2010 çултанпа асăннă грант виçи 200 пин тенкĕпе танлашать. Ăна хăйсен ĕçĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунă вĕрентекенсем тивĕçеççĕ. Кăçал асăннă гранта çĕнсе илмелли конкурса Чăваш Республикинчи 38 вĕрентекен хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышне Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри хулисенчи, Тăвай, Красноармейски районĕсенчи 10 учитель лекнĕ. Çакна палăртмалла, вĕсен шутĕнче Чăваш Сурăм салинче çуралса ÿснĕ Нелли Анатольевна Краснова (Александрова) та пур. Ентешĕмĕр Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани панипе пĕрлех кĕнеке кăларас ĕçе те хутшăнать. Н. Краснова Иван Андреевăн вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесене çĕнетсе кăларассипе тимлет. Ентешĕмĕре кун пек пысăк çитĕнĕве тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика