22 июля 2016 г.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш Республикин ветеринари служби. Унăн историйĕ тата паянхи аталанăвĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Ăна пирĕн ентеш, Чăваш Сурăм салинче пурăнакан, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Лев Архипович Ефимов пухса хатĕрленĕ.
Асăннă кĕнекере Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари служби йĕркеленсе кайнине, мĕнле аталанса пынине тĕплĕн çырса кăтартнă. Çавăн пекех ку кăларăмра Чăваш Енре земство ветеринарийĕ аталаннине, совет тапхăрĕнче ветеринари медицини мĕнле ураланнине çутатакан ыйтусене те хускатнă. Кĕнекене хатĕрленĕ чухне унччен тупса палăртман архив докуменчĕсемпе усă курса ветеринари учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлне, ку тытăмра тимленĕ ветерансен ĕçне тарăннăн тишкернĕ. Çавăн пекех вăтам тата аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче ку тытăмра ĕçлекен специалистсене хатĕрленĕ чухне тĕл пулакан ыйтусене те хускатнă. Кĕнекере республикăри мĕнпур ветеринари службин учрежденийĕпе паллашма, вĕсенче ĕçлесе хисеплĕ ята тивĕçнисем çинчен пĕлме пулать. Тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксемпе таблицăсем кĕнеке содержанине татах та пуянлатаççĕ.
Кĕнеке студентсемшĕн те, аслă çулсенчисемшĕн те интереслĕ те пĕлтерĕшлĕ пулмалла.
Э.ЭЛИНА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета