01 июля 2016 г.
Агропромышленность комплексĕнче ĕçленĕ ветерансен семинар-канашлăвĕ «Новый путь» хуçалăхра иртни çинчен хаçат-ра çырнăччĕ. Манăн ку малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕнче пулса курнă хыççăн кăмăл çĕкленчĕ, ырă шухăшсем çуралчĕç. Хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçри малта пыракансен опычĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Пирĕншĕн кунта курса тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. Выльăхсене мĕн тери хăтлă çурт-йĕрте усраççĕ. Витесем тееймĕн, хăйне май производство цехĕсене аса илтереççĕ вĕсем. Юлăшри тата Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу комплексĕсене выльăх-чĕрлĕх хули тейĕн. Условисем лайăх - ÿсĕмĕ те пысăк хуçалăхăн. Аш-какай тата сĕт туса илессипе районта кăна мар, республика шайĕнче те малтисен шутĕнче чăвашсурăмсем. Ыррине курса савăннă ветерансене семинар-канашлури пур ыйтусене те сÿтсе явма кăмăллă пулчĕ. Ветерансен организацийĕн ертÿçи Николай Сергеев республикăри конференци ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Мана та унта делегат пулса хутшăнма тÿр килчĕ. Республикăри паллă вырăнта - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлта пулни нумайлăха асра юлĕ. Кунти ял хуçалăх отраслĕн аталанăвĕпе хавхаланса паллашрăмăр. Уй-хир ĕçĕсенче ку чухнехи хăватлă техникăпа усă кураççĕ шуршăлсем. Чăваш Ен паллă космонавчĕн Андриян Николаевăн музейне çитсе куртăмăр. Ентешĕмĕрĕн вилтăпри çинче те пултăмăр, чечексем хутăмăр.
Конференцирен ырă шухăш-туйăмпа таврăнтăмăр. Эпир, ветерансем, малашне те пурнăç уттичен юлас мар ĕмĕтпе пурăнатпăр. Май пур таран Элĕк Ен аталанăвне те тÿпе хывăпăр.
Вениамин АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ, ĕç ветеранĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета