03 июня 2016 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата выльăх-чĕрлĕхе искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техниксен пĕлтерĕшне ÿстерес, чи пултаруллисене хавхалантарас тĕлĕшпе çулсеренех конкурс ирттереççĕ. Кăçал вăл июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу комплексĕнче иртрĕ. Унта асăннă хуçалăхра ĕçлекен операторсем уйрăмах хастарлăхпа палăрчĕç. Конкурса хутшăнакансен ĕне сумалли аппарата вăхăтпа пăсса пуçтарма, выльăх-чĕрлĕхе сăвăма хатĕрлеме тиврĕ. Çавăн пекех операторсен выльăх-чĕрлĕхе пăхассипе çыхăннă теори ыйтăвĕсем çине те хуравламалла пулчĕ. Мăн Шĕвĕшри сĕт-çу комплексĕн машинăпа сăвакан операторĕ Людмила Семенова пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техниксен конкурсне «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн осеменаторĕсемпе пĕрле ку енĕпе районти тĕрлĕ ялсенче хăйсен ĕçне уçнă специалистсем те хутшăнчĕç. Осеменаторсен конкурсĕнче «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн Чăваш Сурăмĕнчи, Юлăшри сĕт-çу комплексĕсенче ĕçлекен Лариса Михайлова пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕсем июнь уйăхĕнче республика ша- йĕнче иртекен конкурсра район чысне хÿтĕлĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета