26 апреля 2016 г.
«Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем яланхиллех çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра, лайăхпа халăхпа ирттерме тĕллев лартнă. Çавна май хĕрÿ тапхăра ăнăçлă хатĕрленни те куç кĕрет. Хуçалăхра техника 59 единица шутланать, çав шутран тракторсем - 26, прицепсем - 25. Тĕпрен илсен, ĕçе юрăхлă вĕсем.
Чăваш Сурăмĕнчи тата Шĕвĕшри машина-трактор паркĕсенче яра куна ĕç шавĕ тăрать. Пур тĕрлĕ техникăна тепĕр хут тишкереççĕ, агрегатсене пухса комплектлаççĕ, ĕçе хатĕрлеççĕ. Тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварма тăватă агрегат хутшăнмалла. Вĕсене пĕр чăрмавсăр ĕçлеме меллĕ хатĕрленĕ. Хуçалăхра çĕр хатĕрлекен, акакан агрегатсем те ăнăçлă ĕçлес шанăç пур.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета