19 апреля 2016 г.
Коллективлă хуçалăхсем арканнă хыççăн хресчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Патшалăх ял хуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе çĕр саккунне тĕпренех улăштарчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ял çыннисене фермер тата килти хушма хуçалăхсем йĕркелеме ирĕк пачĕç. Анчах та нумай çамрăк аякка иленет-ха. Хăшĕ-пĕри ĕç шыраса Мускав таранах тухса çÿрет. Теприсем, яла юлнисем, эрех-сăрапа ашкăнаççĕ, ватăсенчен укçа ыйтса çÿреççĕ. Çакнашкал пулăмпа пачах та килĕшме пултараймастăп.
Шапкино ялĕнче йĕрке пурри вара кăмăла çĕклет. Кунта уй хапхине, картасене юсавлă тытаççĕ. Чăннипех те чунлă, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Ялĕ пысăк мар. Хальхи вăхăтра 17 хуçалăхра 30-а яхăн çын пурăнать. Çулла яла темиçен хуларан пахча çимĕç лартса ÿстерме таврăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă, пĕр çемьери пек пурăнаççĕ. 3-4 çын çеç ирĕккелле тухса ĕçлет. Ытларах выльăх-чĕрлĕх усраса ĕçлĕ пулаççĕ. Иртнĕ çул кунта 25 пуç ĕне выльăх шутланнă, çав шутран сумалли 16 пуç пулнă. 2-шер ĕне усракансем те йышлă. Сурăхсем те тытаççĕ кунта. Владимир Спиридонов уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Вăл сурăхсем нумай тытать. Ял çыннисем сĕт сутассипе те тимлеççĕ, мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Паянхи пурнăç çине ÿпкелешмеççĕ. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Павлов кăçал вĕсен ялĕнче урам хушшинчи çула вак чул сарса парасси пирки шантарса каларĕ. Ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Степановсем пысăках мар магазин тытаççĕ. А. Сергеев ялта фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ăна ял çыннисем хăйсен пай çĕрĕсене панă. Вăл ытларах тырă акса туса илет. Ял çыннисене пай çĕрĕсемпе усă курнăшăн тырăпа улăм парса пулăшать. Яла юлнă хастарсем çăмăл мар пурнăçра çухалса кайманни савăнтарать.
Хăй вăхăтĕнче тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшса ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ çынсене тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем ялта йĕрке пултăр тесе, А. Сергеев староста пуçарнипе, вăй-хала шеллемесĕр тăрăшаççĕ.
Вениамин АРХИПОВ,
ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета