Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уçă урокра - хăрушсăрлăх ыйтăвĕ

12 января 2016 г.

Çĕнĕ çула кĕтсе илнипе пĕрлех каникул та çитрĕ. Ачасем вăхăта ытларах урамра ирттерчĕç: çунашкапа, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнчĕç. Хăшĕ-пĕри пысăк хуласене те çитсе курчĕç. Çавăнпа та кану кунĕсенче ачасем çул-йĕр правилисене пĕлни уйрăмах кирлĕ пулчĕ.

Вĕренекенсене çул-йĕр правилисене пăхăнма хăнăхтарас, автоçулсем çинче хăрушсăрлăха ÿстерес тесе Раççей шайĕнче «Çамрăк çул çÿревçĕсен шкулĕ» акци пырать. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Сурăм шкулĕнче «Хĕллехи çул-йĕр правилисем. Хĕллехи каникула хатĕрленесси» темăпа уçă урок иртрĕ. Унта 6-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Урок тĕллевĕ - ачасене çул-йĕр çинчи инкексенчен асăрхаттарасси, урамра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма хăнăхтарасси.

Урок ют чĕлхе, ОБЖ, физика, тăван тавралăх предмечĕсемпе çыхăнуллă иртрĕ. Ăна çул-йĕр инспекторĕн çи-пуçне тăхăннă вĕрентекен пуçларĕ. Вăл вĕренекенсене «Çул çÿреве тухма симĕс çутă» маршрута уçса пачĕ. Ачасемшĕн ку çул кăсăклă та яваплă пулчĕ. Малтанах вĕсем аслă çул хĕрринче вырнаçтарнă хăрушсăрлăх паллисемпе тĕплĕн паллашрĕç. Унтан урамра çÿремелли хăрушсăрлăх йĕркисене тишкерчĕç. Çапла уçă урок ыйту-хурав, вăйă меслечĕпе иртрĕ. Ачасем ушкăнсене пайланса пултарулăх проекчĕсем турĕç. Ăна Çĕнĕ çул открыткисемпе, ÿкерчĕксемпе илемлетрĕç. Проект ĕçне пурнăçлама ачасене ют чĕлхе вĕрентекен Альбина Михайловна Васильева пулăшса пычĕ. Çак хĕрÿ вăхăтрах ачасем ют чĕлхепе юрлама та, пĕр-пĕринпе ăмăртса выляма та, тĕрлĕрен пуç ватмăш шутлама та пултарчĕç.

Ачасем уçă урок вăхăтĕнче илнĕ пĕлÿпе кулленхи пурнăçра усă курасса шанас килет.

Зоя ДАНИЛОВА, вĕрентекен.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика