Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ял илемĕ хамăртан килет

23 октября 2015 г.

Ял - пирĕн пĕчĕк çĕршыв. Хамăр Мартынкассине илсен, ытларах ватăсем пурăнатпăр тесе калас килет. Ялта яланах лăпкăлăх хуçаланмалла, пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ, пĕр çемьере ÿссе çитĕннĕ пек туслă пурăнмалла, кÿрентермелле мар. Анчах та пур чухне те çапла пулса пымасть çав. Хуçалăхсем арканса пĕтнипе ĕç çукран çамрăксем чылайăшĕ аякка тухса кайрĕç. Ялсем пушанса юлчĕç, анчах та малашлăх пулмаллах. Апла пулсан урам хушшинче хытарнă çул та кирлех. Ку ĕçе пирĕн ялта пуçăнчĕç-ха, анчах 400 метр майлă вак чул сарчĕç те ĕç чарăнса ларчĕ. Клуба юсама та вăхăт çитнĕ. Тăррине витнĕ тимĕр сăрласа тăманнине пула çĕрсе шăтса пĕтрĕ, стенасем çине шыв аннăран вĕсем ишĕлес хăрушлăх та пур. Çĕнĕрен витесси пирки иккĕмĕш çул калаçатпăр, анчах та лавĕ вырăнтан тапранмасть-ха. Кÿршĕре пурăнакан сусăр ватă хăй çÿ- рейменрен мана лавккана ярать. Çапла ăна пулăшас тесе çула тухатăп. Урам кукрине çитсен вара малалла каймалли сукмак хамран çÿллĕ ÿссе ларнă вĕлтĕренпе, хупахпа хупланнă. Манăн чун тÿсеймерĕ, каялла киле таврăнса çава йăтрăм та хыт-хурана çулса çула уçрăм. Анчах та лавккара ирхине çăкăр пулмарĕ. Сутуçă çăкăр кăнтăрла тĕлне килесси пирки пĕлтерчĕ. Çакна та асăнмасăр иртеймĕн. Сутуçă хăй пурăнакан вырăна тата лавкка урамне, пĕр çур гектар майлă вăрăмланса кайнă курăка çулса тасатни кăмăла кайрĕ.

Шел, пепкесем çурални çинчен илтме çук пирĕн тăрăхра. Вĕсем пуриншĕн те чăн-чăн савăнăç пулнă пулĕччĕç. Эпир, аслă ăрурисем, ачасене юратса пăхса   ÿстернĕ. Çавăн хыççăн ашшĕ-амăшне нихăçан та кÿрентермелле мар пек туйăнать. Анчах та пурнăçра çапла пулса пымасть-çке. Ытларахăшĕ çывăх çыннисене ла-йăх пăхаççĕ пулсан, кÿрентерекенсем, хисеплеменнисем те палăраççĕ. Кÿршĕре, сăмахран, ырă кăмăллă, сăпайлă ватă пурăнать. Вăл урама уçăлма тухсан çынсене хăйĕн хуйхи-суйхине, пурнăçĕ çăмăл маррине каласа парать. Пĕр канмалли кунхине ачисем яла килсе мунча хутса кĕнĕ, анчах та ватă çынна çăвăнтарман. Çакă вырăна хуманни пулать те ĕнтĕ. Мĕн ĕлĕкрен ял çынни килти выльăх-чĕрлĕхе, хур-кăвакала, чăххи-чĕппине уçăлса çÿреме урама кăларса янă. Уйри тыр-пула сиенлесрен карта тытнă, тухса çÿреме хапха тунă. Çак йăла-йĕрке паянхи куна çитичченех сыхланса юлнă. Анчах çавна пăхăнасшăн маррисем те пур-ха ялта. Урам варрине йывăç лартма хăтланаççĕ. Ман шутпа, ку ĕçе эрозие хирĕç кĕрешес тĕллевпе тумалла. Йывăçсене çырма-   çатрана лартмалла. Ку ĕç усăллăрах пулнă пулĕччĕ.

В.АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика