03 июля 2015 г.
Чăвашсен мĕн авалтанах ватăсене хисеплес йĕрке паянхи кунчченех пырать. Вăрçă хĕрсе пынă çулсенче пирĕн шкулта вĕренмелле пулса тухрĕ. Ун чухне вĕрентекенсем ватăсене хисеплеме, пуçа тайма, арçын ачасене пуçри çĕлĕке хывса сывлăх сунма вĕрентетчĕç.
Пурнан пурнăçра çак ырă йăла та майĕпен сÿнсе пырать. Çынсен кăмăлĕ улшăнать, сывлăх сунса иртсе çеç каяççĕ. Тепĕр чухне вара сăмах чĕнмесĕр иртни те пулать. Кунта, паллах, ашшĕ-амăшĕ тата шкулта вĕрентекенсем çителĕксĕр ĕçленине палăртмалла. Сывлăх сунни вăл çынна хисеплени анчах мар, унăн культура шайĕ пысăк пулнине те пĕлтерет. Çынна тĕл пулсан унпа яланах кăмăллă пулмалла, кăмăл хуçăк пулсан та ăнлануллă калаçма тăрăшмалла.
Нумаях пулмасть райадминистраци çуртĕнче АПК отраслĕнче тĕрлĕ çулсенче ертÿçĕре тимленĕ ветерансен канашлăвĕ иртрĕ. Унта эпĕ те хутшăнтăм. Канашлу ĕçлĕ, хĕрÿ калаçуллă пулчĕ. Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен Совечĕн ячĕпе Николай Сергеев вăрçă ачисене (районта пурĕ виçĕ çынна) Н. Васильева, В. Владимирова тата мана «Вăрçă ачисем» медаль парса чысларĕ.
Киле кайма пуçтарăнсан вокзалта манпа юнашар пĕр 18-20 çулсенчи хĕр вырнаçрĕ. Вăрманăн кăкăр çинче анчах çакнă медале асăрхарĕ те вырăсла: «Мучи, сире саламлатăп», - терĕ. Эпĕ ун еннелле çаврăнса ăна тав турăм, хăйне палламанни çинчен каларăм. Çамрăк мана та палламаннине палăртрĕ пулин те, çакăн пек ырă сунни манăн кăмăла çĕклерĕ, кăштах тĕлĕнтерчĕ те. Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те çак ырă тĕслĕх паянхи куна та канăç памасть. Манăн çамрăка çакăншăн хаçат урлă тав тăвас шухăш çуралчĕ. Ÿсекен ăру хушшинче, нимĕн пытармалли те çук, япăххисем те пур паллах, çапах та лайăххисем нумайрах пуласса шанатăп.
В. АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета