Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн акатăн, çав шăтать

11 октября 2014 г.

«Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлерĕç. Çитес çулхи пысăк тухăçшăн та халех тăрăшаççĕ вĕсем.

Кĕр тыррисене агротехникăлла лайăх сроксенче 480 гектар çине акса хăварчĕç. Çав шутран «Фаленская-4» ыраш 72 гектар, «Безенчукская-380» кĕрхи тулă 27 гектар, «Московская-39» кĕрхи тулă 319 гектар çине варăнтарчĕç. Хуçалăхра лайăх пахалăхлă вăрлăх кăна акасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартрĕç. «Фаленская-4» ыраш, сăмахран, çĕнĕ сорт, пĕрремĕш репродукциллĕ, «Безенчукская-380» кĕрхи тулă - элита. «Московская-39» кĕрхи тулла наукăпа тĕпчев институтĕнчен туяннă. Çитес çул акма паха вăрлăх хатĕрлесси те тĕп вырăнта. Вырма ĕçĕсем пынă вăхăтрах йĕтем çине килнĕ пек тырра çийĕнчех аласа тасатассине, типĕтессине кирлĕ пек йĕркелерĕç. Вăрлăхлăх культурăсене вăхăтра тĕрĕслеттерессишĕн те çине тăчĕç. Халĕ акмалли тырăсен пахалăхĕ те паллă ĕнтĕ. Анализ витĕр тухнă 326 тоннăран 244-шĕ (75 процент) кондициллĕ. Хуçалăхра пур культурăсене те ака стандартне çитерме тĕллев лартрĕç.

Людмила АНДРЕЕВА, РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн ертсе пыракан агрономĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика