19 ноября 2014 г.
Право пĕлĕвĕн уйăхлăхĕ пынă май Чăваш Сурăм вăтам шкулĕнче вĕренекенсем класс ертÿçипе Е. Ефимовпа Шупашкарти икĕ музейра пулса курчĕç: Чăваш Республикин шалти ĕçсен органĕсен истори музейĕнче, пушара хирĕç пропагандăлакан тата обществăлла çыхăну Центрĕн музейĕнче.
Шкул ачисене Г. Михайлов краевед ШĔМ-ин ĕçĕпе йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа панă. Краевед Чăваш Сурăмĕнчи музея «Чăваш милицийĕн историйĕ» кĕнеке парнеленĕ.
Пушара хирĕç пропагандăлакан тата обществăлла çыхăну центрĕн музейĕнче 5 класра пĕлÿ илекенсем пушар хăрушсăрлăхĕн хуралĕ мĕнле пуçланса кайнине пĕлнĕ. Ачасем ЗИС-5 автомобилĕн рулĕ умне ларса сăн ÿкерĕннĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета