03 декабря 2014 г.
Юлашки çулсенче ялти библиотекăсене çĕнĕ литература çителĕксĕр килсе тăрать. Çавăнпа вулакансем кĕнеке фондне хăйсен шучĕпе пуянлатма шутларĕç.
Кĕçĕн Тăван библиотекине вырăнти фермер Владислав Иванов пулăшнă. Çĕнĕ кĕнекесем туянма тата «Тантăш» хаçата çырăнма 1 пин тенкĕ панă. Анна Бурмистрова, Наташа Федотовăпа Валентина Михайлова активлă вулакансем библиотекăна килти вулавăшри кĕнекесене пама кăмăл тунă.
Чăваш Сурăмĕнчи библиотека фондне те вулакансем пулăшнипе 40 кĕнеке хушăннă. Николай Данилов, Инга Игнатьева, Валентина Павлова, Альбина Ильина, Валентина Иванова, Римма Михайлова уйрăмах хастар пулнă. Вячеслав Михайлов та журналсем парнеленĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета