31 декабря 2014 г.
Раштавăн 25-мĕшĕнче Чăваш Сурăмĕнчи халăх музейне Шур-Пайрашра пурăнакан Юлия Васильевна Васильева хăнана килчĕ. Вăл 83 çулта пулин те хастар çын. Çулĕсене пăхмасăр хитре юрлать, Мартынкасси ялĕнчи культура çурчĕн пултарулăх ушкăнне çÿрет. Музейри экскурси хыççăн Юлия Васильевна «Хурăнлă çул» çинчен каласа пачĕ. Ун асламăшĕн сăмахĕсем тăрăх, тимĕр тăлă сасси аякранах илтĕннĕ. Вăл çак çул çинчен асламăшĕн юррине юрласа пачĕ. Илемлĕ юрра музейра çырса юлтăмăр.
Н.Ильин, музей директорĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета