03 февраля 2015 г.
Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем Литература çулталăкне К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне кайса курнинчен пуçларĕç. Шкул ачисем Ф. Павловăн «Ялта» драмипе паллашрĕç. Асăннă драма вĕренÿ программине кĕнĕрен ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ. Чылай çул иртсен те ку пьеса аслă ăрурисене те, çамрăксене те хăй патне туртать. Унта чăваш халăхĕн пурнăçĕ туллин сăнланнă. Спектакльте авалхи чăваш халăхĕн вăййисемпе, ташши-юррипе, туй йăли-йĕркипе, çипуçĕпе паллашма май пур. Çакă çитĕнекен ăрушăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Çавăн пекех спектакльти тĕп сăнар Елюк хăйĕн юратăвĕшĕн кĕрешни те шкул ачисене тыткăнларĕ. Театрта экскурсинче пулни, паллă артистсен ăсталăхĕпе паллашни вĕренекенсене хавхалантарчĕ.
З. ВАСИЛЬЕВА,Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкул директорĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета