27 января 2015 г.
Районта кăрлачăн 19-мĕшĕнче, Кăшарни кунĕнче, пĕрремĕш йĕкĕреш çуралнă. Телейлĕ мăшăр - Чăваш Сурăм салинчи Любăпа Сергей Алексеевсем.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче Дарйăпа Софья пепкесене савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Çамрăк çемьере асăннă тĕпренчĕксем пĕрремĕшсем мар-ха, вĕсем виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасем. Тин çеç кун çути курнисене килте Мария аппăшĕпе Григорий пиччĕшĕ чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем йĕкĕрешсен амăшне Любовь Геннадьевнăна ăшшăн саламланă, ачасен пĕрремĕш документне - çурални çинчен свидетельство панă.
Кăçал ку таранччен 13 ача çуралнă. Пĕлтĕр йĕкĕрешсем виçĕ çемьере кун çути курнă.
М. Николаева,ЗАГС пайĕн начальникĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета