22 июля 2014 г.
Чăваш Сурăм тăрăхĕнче çар службинчен тарса çÿрекенсем çук. Кăçал Мартынкассинчи Константин Павлов, Юлăшри Станислав Павлов, Анатри Хурасанти Владислав Никонов, Антоновкăри Сергей Иванов, Мăн Шĕвĕшри Станислав Никитин çурхи призыв тапхăрĕнче хĕсмете ăсанчĕç.
Тĕрлĕ çар чаçĕсенче пурнăç шкулĕ витĕр тухнă Александр Дубинин (Юлăш), Анатри Хурасанти Владимир Афанасьев, Андрей Ганин, Чăваш Сурăмĕнчи Владислав Венедиктов киле тĕрĕс-тĕкел таврăнчĕç. Çамрăксен йышĕнче пурнăçĕсене çарпа çыхăнтарас тĕллевлисем те пур. Тури Хурасанти Артем Павлов нумаях пулмасть контрактпа службăна тăсма шутланă.
А.НИКОЛАЕВА, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн специалисчĕ.