26 августа 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчи комбайнерсен ăмăртăвне кăçал та йĕркеленĕ.
Тĕллевĕ пĕрре – тĕш тырă культурисене вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртесси.
Комбайнерсен çурла уйăхĕн 1-10-мĕшĕсенчи экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсене
пĕтĕмлетнĕ. Пĕрремĕш вырăна «Новый путь» хуçалăхăн комбайнерĕ Вениамин
Константинов мала тухнă. Вăл «Полесье» комбайнпа 698 тонна тĕш тырă çапса
тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Новый путь» хуçалăх комбайнерĕ Андрей Емельянов.
Асăннă вунăкунлăхра вăл «Полесье» комбайнпа 656 тонна тырă вырнă. «Агрос»
комбайнпа 500 тонна тырă çапса тĕшĕлесе «Журавлев» фермер хуçалăхĕн комбайнерĕ
Вениамин Иванов виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çĕнтерÿçĕсене районти ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче чыслаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета