18 декабря 2013 г.
Тури Хурасан ялĕнчи Надежда Афанасьева клуба хăй туприпе юсанă. Ун валли кинемейĕн ĕнепе пăру та сутма, банкран кивçен укçа та илме тивнĕ. Юрать-ха, ачисем ватта ăнланнă – чарман. Ĕçне пуçăнсан ял çыннисем те пулăшнă.
Хăй вăхăтĕнче çав çурт кинемейĕн аслашшĕпе асламăшĕн шутланнă. Унтах унăн ашшĕ çуралнă. Аслашшĕне репрессиленĕ хыççăн çурта вырăнти колхоза панă та клуба çавăрнă. Самани улшăнса кайнă хыççăн çурт никама та кирлĕ мар тăрса юлнă. Унтанпа 14 çул иртнĕ. Çав вăхăтра нумай япалана çаратса пĕтернĕ. Йăх-несĕлсен çурчĕ япăхса-юхăнни Н.Афанасьева чунне хытах хурлантарнă. Çавăнпа ăна юсас ĕçе кÿлĕннĕ. Паян клуба ял çыннисем пĕрле пухăнса лараççĕ.
В.ЭВЕРККИ
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета