25 декабря 2013 г.
Мăн Шĕвĕшри Александр Николаевичпа Мария Ивановна 50 çул каялла пĕр çемьене чăмăртаннă. Вĕсем 1963 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Александр Николаевич – Муркаш районĕнчен, Мария Ивановна вара Мăн Шĕвĕшрен.
Мăшăрсем ĕмĕрĕпех тăван колхозра ĕçленĕ. Çурт тунă, ултă ачана пăхса çитĕнтернĕ, вĕсене пĕлÿ панă. Халĕ Мироновсен вун пĕр мăнук.
Çулсем усăсăр иртмен. Хыçра асра юлмалли ырă кунсем нумай. Пурнăç опычĕ те пысăк çемьен.
М.РОМАНОВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета