29 января 2014 г.
Чăваш Сурăм ялĕн библиотекинче «Ăста алăсем» кружок ăнăçлă ĕçлет. Ал ĕç маçтăрĕсем кашни юн кунпа эрне кун хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма, çĕннине вĕренме пĕр çĕре пухăнаççĕ.
Черетлĕ занятие пурĕ вунă çын пуçтарăнчĕ. Кунта килнисем 2014 çулхи ĕç планне пăхса тухрĕç, пенси законодательствин çĕнĕлĕхĕсемпе паллашрĕç. Вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ В.Данилова çак çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ.
П.ЕФИМОВ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета