22 февраля 2014 г.
Çак кунсенче Мăн Шĕвĕшри Ольга Михайлова 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина тата ыттисем саламларĕç. РФ Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне вуласа пачĕç.
Ольга Михайловна нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Вăл ачаранпа инвалид шутланать, калаçма пултараймасть. Хĕрарăм тăван хуçалăхра ĕçленĕ, фермăра лашасене пăхнă. Вăрçă çулĕсенче пĕтĕм йывăрлăха тÿссе курнă. О.Михайлова – ĕç ветеранĕ, тыл ĕçченĕ. Пурнăç ăна çирĕп тĕресленĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета