01 марта 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов Шуркассинчи П.Евдокимовăпа Тури Юлăшри Е.Черновăна 90 çулхи юбилейсемпе ăшшăн саламланă, РФ Президенчĕн çырăвне вуласа панă.
Перасковья Евдокимовна çемьере асли пулнă. Хĕр тантăшĕсемпе пĕрле арçын ĕçне те пурнăçлама пултарнă. Чăваш Сурăм шкулĕнче вăтăр сакăр çул техслужащинче тăрăшнă.
Ефросинья Чернова Тури Юлăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаран тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Иван Васильевичпа сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ. Нумай çул пурăнин сăлтавĕ – пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнни.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета