22 августа 2013 г.
Шывсăр пурнăç çук. Ял çыннине - пушшех. Пахча çимĕç ÿстерме те, хур-кăвакал усрама та кирлĕ вăл. Элĕк районĕнчи Макаç пĕви темиçе çул каяллах татăлнă. Шырланланма та пуçланă, шывĕ те палăрмаллах чакнă.
Кăçалхи çу шăрăх кунĕсенче пысăк пĕве типсе ларасси ял çыннисене самаях хăратнă. Çулсерен 100 пуç хур тытакан Антоновсене уйрăмах пăшăрхантарнă çивĕчленнĕ ыйту.
Çак кунсенче Болислав Антонов «Новый путь» хуçалăхран ятарласа трактор ыйтнă. Хăйĕн шучĕпе Макаç пĕвин пуçне юсаттарнă: шырланланнă вырăна тикĕслеттернĕ. Çитес вăхăтрах пĕве пуçне шыв юхма пысăк пăрăх та хурасшăн.
Источник: "Хыпар"