Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăхăнаççĕ

01 июня 2013 г.

Кирек хăш халăх та сăмахăн асамлă хăватне авалтанах ĕненсе пурăннă. Паянхи кун та Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрекен Юлăш ял халăхĕ ĕлĕкхи йăла-йĕркене тытса пырать. Кашни çулах çу уйăхĕнче ял-йыш пуçтарăнса ял сăри ирттерет, пăтă çиет. Ватă çынсем чиркĕве кайса Турăран ырă пурнăç, тырă-пулă, апат-çимĕç туса илме çумăр, ырă çанталăк, усал-тĕселсене аякка сирме ыйтаççĕ. Уя тухса парне параççĕ, кĕл тăваççĕ, клуб умне пухăнса пăтă çиеççĕ, сăра ĕçеççĕ. Клуб ертÿçи Валентина Иванова халăха пĕрле пухма яланах хавас. Çавăн пекех Юлия Васильева, Зоя Петрова, Елена Орлова, Галина Данилова, Еликонида Порфирьева йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ. Уява ваттисемпе пĕрлех ачасем те хаваспах хутшăнаççĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика