06 августа 2021 г.
Туй, туй, туй тесе... Эх, тахçанах янăраман-ха чăваш туйĕ Хитекушкăнĕн- че. Чăваш тумĕллĕ туй арăмĕсем урам тăрăх купăс çеммипе юрă янăратса саркаланса аннине те манма ĕлкĕрнĕччĕ ял-йыш. Авалхи йăла-йĕркепе туй юрри кĕрлеттерсе çитсе кĕтĕмĕр иртнĕ кунсенче Хитекушкăнĕнчи Куликовсем патне. Туя хăна-вĕрле те йышлă килнĕ, сĕтелĕ те апат-çимĕçрен авăнса çеç тăрать. Кĕрекере вара Владимир Владимировичпа Раиса Григорьевна Куликовсем. Мăшăр сăн-питĕнче йăл кулă çеç çиçет. Вĕсем пĕр-пĕрне юратнине пĕрре курсах ăнланатăн. Ара, килĕшÿ- пе юратусăр çур ĕмĕр пĕрле пурăнма çуках ĕнтĕ. Июлĕн 31-мĕшĕнче хисеплĕ мăшăр «ылтăн» туйне паллă турĕ те.
Юрра-ташша хавас çемьене саламламасăр Тавăтри культура çурчĕ çумĕн- чи фольклор ушкăнĕ те юлма пултараймарĕ. Кил вучахне упракан Раиса аппа иртнĕ çулсенче вырăнти культура вучахĕн сцени çинчен анма та пĕлмен- çке, уçă та илемлĕ сассипе сахал мар куракана савăнтарнă. Çавăнпа та хамăр фольклор ушкăнĕпе Куликовсене туй, хăйсем кăмăлланă юрăсене парнелерĕмĕр, ташша та чĕнтĕмĕр вĕсене.
«Çур ĕмĕр пĕрле пурăнма пĕр кĕвве юрлама пĕлмелле», - теççĕ-и-ха халăхра; Куликовсем вара çемьеллĕ пурнăçăн кĕввине пĕрле шăрантарма тахçанах вĕренсе çитнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсен хушшинче килĕшÿпе ăнлану хуçаланать те. Пĕр самантпа усă курса хи- сеплĕ мăшăрпа иртнĕ кун-çулне тишкерсе тухатпăр.
Владимир Владимирович - Хитекушкăнĕнче, Раиса Григорьевна Тавăтра çуралса ÿснĕ, çавăнпа пĕр- пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Шкул пĕтерсен этемлĕхĕн черчен пайĕ шут ĕçченĕн специальноçне алла илнĕ те тăван колхозах таврăннă. Каччă та водитель правине алла илсен аякка илленме шутламан, Элĕкрех хăйне валли ĕç вырăнĕ тупнă. Малтанах районти потребительсен обществин тытăмĕнче, каярахпа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче водительте ĕçленĕ.
- Малтанах палланă пулин те хĕрпе каччă пек пăхман пĕр-пĕрин çине. Пĕррехинче Хĕл ăсатăвĕнчен пĕрле калаçса киле таврăнтăмăр. Çавăн хыççăн вара юлташла çÿреме пуçларăмăр та. 50 çул каялла июлĕн 31-мĕшĕнче туй кĕрлеттертĕмĕр, - пĕлтерет В.Куликов.
- Ун чухне манăн аттепе аннене питех те йывăр килнĕ ĕнтĕ. Çав çулхине пĕр харăсах виçĕ туй ирттернĕ вĕсем. Пичче авланнă, аппа тата эпĕ качча тухнă, - калаçăва хутшăнать кил управçи. Çемье вучахне кашниех çирĕп тытнă, кил-çурт çавăрнă. Виçĕ ачана кун çути парнеленĕ-ха Куликовсем. Сергейпа Саша ывăлĕсем тăван кĕтесрех тĕпленнĕ пулсан, Оксана хĕрĕ - Шупашкарта. Паян аслă ÿсĕмри çынсене тăватă мăнукĕ савăнтараççĕ.
- Иртнине каялла тавăрас пулсан ... , - тетĕп çеç, сăмаха вĕçлеме памасăрах Владимир: «Эпĕ ăна Райккăпах пурăнса ирттернĕ пулăттăм», - тет. Раиса Григорьевнă та хăйĕн мăшăрĕпех тепĕр хут пурнăçа утса тухма хатĕррине палăртать.
Çынсен шучĕпе, çĕр çинче шăпасем пĕр тĕвве пĕрлешсен тÿпере тепĕр çăлтăр çутатма пуçлать иккен. Куликовсен çемйин çутă çăлтăрĕ вара Владимир Владимировичпа Раиса Григорьевнăн кун-çулне çеç çутатмасть-ха, вĕсен пурнăçĕнче тĕл пулакан кашни çыннах хăйĕн çуттипе ăшшине парнелет. Хисеплĕ мăшăр хăйсен пурнăçĕнчи ылтăн страницăна юратупа, шанчăклăхпа хыçа хăварнă. Ылтăн юбилярсемшĕн çак пахалăхсем пурнăçăн тĕп шăнăрĕ пулса тăнă. Çакă вара паян пĕр çемьене чăмăртанакан çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх мар-и;
Наталия АЛЕКСЕЕВА,
Тавăт библиотекин тĕп
библиотекарĕ.