Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăх-несĕл йывăçĕн тĕреклĕхĕ пирĕнтен килет

28 мая 2019 г.

Йăх-несĕл йывăçĕн тĕреклĕхĕ пирĕнтен килет

Ялсенчи шкулсенче аслă классенче вĕренекенсенчен чылайăшĕ вырăсла калаçни хăлхана питех тăрăнмасчĕ-ха. Анчах та урампа пынă чухне ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк ачипе те вырăсла перкелешни вара кăмăла хуçатех. Чăннипех те юлашки çулсенче вырăсланса кайрăмăр, хамăр чăваш чĕлхинчен вăтанма пуçлани сисĕнет. Тăван чĕлхепе пĕрлех вара мăн асатте-асаннесен йăли-йĕркине те манса пыни куç кĕрет.

Халĕ çитĕнекен ачасем аслă ăрури çывăх çыннăмăрсен уявсене мĕнле паллă тунине, юрă-кĕвĕ шăрантарнине пĕлмеççĕ. Улăп халапĕсене, чăн чăваш юмахĕсене аса илеççĕ-и? «Хăшĕ-пĕри çеç», - тесен те йăнăш пулмĕ. Çакă вара республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе пĕрлех шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекен воспитательсене те, музыка занятийĕсене ертсе пыракан педагогсене те хытах пăшăрхантарать. Ача сачĕсенче чăвашлăха аталантарас ĕçе мĕнле йĕркелемелле? Çак ыйтăвăн хуравне пĕрле тупас тĕлĕшпе иртнĕ эрнекун Тавăтри «Пучах» ача садне Элĕк, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенчи, Кÿкеçри «Çырла» ача сачĕсен воспитателĕсем пухăнчĕç. Паллах, çак çивĕч ыйтăва вырăнта хускатнипе, пĕччен-иккĕн чăвашлăх çулне шыранипе татса пама çук-ха. Çÿлерех ларакансем, ялтисен шухăшне влаçрисем патне илсе çитерекенсем кирлĕ.

Çавăнпа та кунта Шупашкарти Инноваци вĕренĕвĕн институчĕн директор çумне Елена Казаковăна, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумне Наталья Николаевăна, Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхне Анатолий Васильева чĕннĕ.

Канашлура чи малтанах Тавăтри ача сачĕн заведующийĕ Маргарита Алексеева сăмах илчĕ. Чунĕ кÿтсех çитнипе-ши, хăйне мĕн пăшăрхантарнине пухăннисем патне çитерме тăрăшрĕ. Шкул ÿсĕмне çитменнисене вĕрентес ĕçре чылай çул тăрăшаканскерне юлашки çулсенче çитĕнекен ăру хушшинче чăваш халăх историйĕпе тата культурипе кăсăкланакансем сахалланса пыни пăшăрхантарать. Çакă чи малтанах ялта пурăнакан çемьесенчен хăшĕ-пĕри анчах ураланма пуçланă ачипе вырăсла калаçнипе те çыхăннине палăртать. Çавăн пекех педагога ача садне çÿрекен шĕвĕрккесен çывăх çыннисем: «Манăн ачапа чăвашла ан калаçăр», - тени чĕрине касса суранлатнипех танлашнине пĕлтерет. «Пирĕн икĕ тăван чĕлхе - чăваш тата вырăс чĕлхи тетпĕр. Анчах та хăть те мĕн каласан та этемĕн икĕ тăван чĕлхе пулма пултараймасть. Аннен кăкăр сĕчĕпе ăша кĕнĕ чĕлхе пĕрре çеç. Амăшĕн чĕлхине сума сăвакан çын ытти чĕлхесене те лайăх пĕлет. Тăван çĕршыва юратасси те тăван чĕлхене хакланинчен пуçланать», - палăртрĕ Маргарита Семеновна.

Елена Васильевна вара канашлăва килнĕ воспитательсемпе музыка ертÿçисене чăваш культурине, историне пĕчĕккисене вĕрентнĕ чухне тĕрлĕ мелсемпе ытларах усă курма сĕнчĕ. Сăмахпа: «Чăвашла вĕренĕр-ха, вĕренĕр», - тесе мар. Авалхи уявсене вăйăсем урлă уçса пама сĕнчĕ. Ку чухне мăн асаттесемпе асаннесем ача чухне юрланă юрăсене, вĕсен ташшисене, вăййисене вĕрентме май пуррине пĕлтерчĕ. Çапла майпа ачана аталантарма та çăмăлрах пулнине палăртрĕ. Ял уявĕсене йĕркелесе ирттернĕ чухне те пĕчĕккисене çак мероприятисене хутшăнтармаллине каларĕ.

Тавăтри ача садĕнче вара чăвашлăха аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпех темиçе çул каялла кунта çÿрекен шĕвĕрккесене валли ятарласа чăваш тумне çĕлеттернĕ. Пĕчĕк чиперккесене валли тухьясем саккаспах тутарнă. Аслăрах ушкăна çÿрекенсем Кураккассинчи «Тарават» фольклор ушкăнĕпе пĕрле пухăннисене тырă акнинчен пуçласа çĕнĕ çăкăра пĕçеричченхи тапхăра туллин сăнласа кăтартрĕç. Ĕççисем вăхăтĕнче çамрăксемпе ачасем мĕнле в йăсем вылянине те уçса пачĕç, авалхи юрăсене шăрантарчĕç. Пĕчĕкскерсем вара тулли кăмăлпах çак ĕçе хутшăнчĕç.

Вĕренÿ стандартне тĕпе хурса хăйне евĕрлĕ сăнав та ирттерме пуçланă Тавăтри воспитательсем. Кĕçĕнрех ÿсĕмрисен пĕр ушкăнне чăвашсен йăли-йĕркипе культурине тăван чĕлхепе вĕрентеççĕ, тепĕр ушкăнне çав япаланах вырăсла ăс параççĕ.

Тăван халăхăн пуянлăхне вара сăмах вĕççĕн каласа çеç вĕрентме май çук. Çак тĕллевпех шкул ÿсĕмне çитменнисен учрежденинче музей та йĕркеленĕ. Кунта мăн асаттесемпе асаннесен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, вĕсем кулленхи пурнăçра усă курнă авалхи япаласемпе, тумтирпе те паллашма май пур. Çав тери пысăках мар пулсан та музей хăнасен кăмăлне кайрĕ. Хăшĕ-пĕри ку çĕнĕлĕхе хăйсем патĕнче те пурнăçа кĕртме палăртрĕ. Ача-пăча пир тĕртнинех курманччĕ. Тавăтри ача садĕнче вара çакна валли ятарласа пĕчĕк ĕç хатĕрĕсем маçтăрланă. Унпа ĕçлеме пĕлекен шĕвĕрккесем вара пиртен мĕн çĕленине те аванах пĕлеççĕ.

Ача-пăча кирек епле ĕçе те аслисенчен хăнăхса пырать. Ку енĕпе ачасен воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕнчен вĕренмелли пурах. Ятарлă куравра килте маçтăрланă пуканесемпе, чăваш тĕрриллĕ салфеткăсемпе, сĕтел çивиттисемпе, вĕт шăрçапа илемлетнĕ чăваш тумтирĕпе паллашма май пулчĕ. Вĕт шăрçапа усă курса картинăсем маçтăрлакансем те сахалах мар ялсенче. Ăсталăх сехечĕсене йĕркелени, Кÿкеçри «Çырла» ача садĕнче ятарлă программăпа тăван халăхăн йăли-йĕркине вĕрентнипе паллашни воспитательсемшĕн усăллă пулчĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевăн халалне аса илес килет. «Эсир хăвăрăн халăхăрăн чĕлхинчен ютшăнмасан халăх кăмăлĕ пĕтĕмпе сирĕн аллăрта пулĕ», - тенĕ вăл. Çакна шута илсен чăваш халăхĕн йăх-несĕл йывăçĕн вулли те тĕреклĕрех пулĕ, тураттисем те çаралмĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика