26 декабря 2017 г.
Çамрăксене çар службине хатĕрлессипе, вырăнсенче çар учечĕн ĕçне тивĕçлипе йĕркелессипе ял тăрăхĕ- сенче специалистсем, предприяти-организацисенче уйрăм сотрудниксем ĕçлесе пыраççĕ. Ку ĕçе вара вырăнсенче мĕнле йĕркелесе пынине çулталăкри ĕç-хĕле шута илсе пĕтĕмлетеççĕ. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн акт залĕнче çар учечĕн ĕçне лайăх йĕркелесе пынисене чысларĕç те. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче Тавăт ял тăрăхĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ, Шĕмшешпе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсем вара иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Предприятисемпе организацисем хушшинче Элĕкри тĕп больница ку енĕпе ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленине пĕлтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче «Алиководорстрой» организаципе «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета