26 декабря 2017 г.
Районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕ хăйĕн ĕçне планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Чи малтанах вăл Патшалăх вĕрентĕвĕн федераци стандарчĕсене тĕпе хурать. Иртнĕ юнкун чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен районти методика пĕрлешĕвĕ Б.С.Марков ячĕллĕ Тавăтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулчĕ. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма Элĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен килнĕ педагогсем хутшăнчĕç.
Тÿрех палăртас килет, Тавăт вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç. Педагогсем чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ чухне çĕнĕ технологисемпе усă курасси çинчен пухăнса калаçрĕç. Районти методика пĕрлешĕвĕн ертÿçи пулнă май 6-мĕш класра вĕренекенсемпе «Япала ячĕсем» пĕтĕмлетÿ урокĕ ирттертĕм. Мăн Ямаш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Андреева 5-мĕш класра вĕренекенсемпе Е.Осиповăн «Пахчари хÿшĕ» калавне тишкерчĕç. Шĕмшешри Майя Никитина вара «Ыйту местоименийĕ» темăпа вĕрентекенсем умĕнче ăста урокĕ ирттерчĕ. Вĕренекенсем темăсене лайăх пĕлни, хăйсен шухăшĕсене палăртма пултарни педагогсене те пулăшу кÿчĕ. Кашни вĕренекен урока тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уçă уроксем пуриншĕн те кăсăклă пулчĕç. Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен опыт пухма килнĕ педагогсем те уçă уроксем пачĕç.
Ĕçтешсем пĕр-пĕрин опычĕ-пе паллашни вĕсене кулленхи ĕçре пулăшу кÿрессе шанас килет. Кÿршĕ районсенчен килнĕ вĕрентекенсем малалла та туслă ĕçлеме шантарчĕç. Пухăннисем ачасен пултарулăхне аталантармалли мелсемпе меслетсемпе усă курнине, уроксене хăйне евĕр ирттернине палăртрĕç.
Галина Иванова.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета