28 февраля 2017 г.
Элĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр сывлăх енчен хавшак çынсене пысăк тимлĕх уйăрать. Çак кунсенче Алина Архиповăпа Альбина Кузьмина специалистсем Тавăт ял тăрăхĕнче инвалидсем патĕнче тĕрĕслевпе пулчĕç. Вĕсем ватăсемпе тата тăванĕсемпе калаçрĕç, пурнăç условийĕсемпе паллашрĕç, сывлăх енчен хавшак çынсен ыйтăвĕсене шута илчĕç. Тĕлпулура граждансем йывăрлăхсем çинчен те каласа пачĕç. Çавăн пекех социаллă пулăшу паракан центрăн специалисчĕсем инвалидсем кампа пурăннипе, вĕсене мĕнле пăхнипе те интересленчĕç. Тĕрĕслев хыççăн акт çырчĕç, инвалидсен социаллă пурнăçĕпе йăла ыйтăвĕсен лару-тăрăвне тата вĕсем мобильлĕ бригада специалисчĕсен хăш пулăшăвĕпе усă курма пултарассине те палăртрĕç.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета