10 февраля 2017 г.
Районти шкулсем хушшинче тĕрлĕ мероприятисенче малти вырăнсене йышăнаканнисенчен пĕри - Тавăт шкулĕ. Эпĕ çак шкулта саккăрмĕш çул пĕлÿ илетĕп. Манăн шкул вĕренÿ, спорт енĕпе тата культура мероприятийĕсене хастар хутшăнать.
Сăмахран, кашни çулах Элĕкри культура керменĕнче иртекен çамрăксен КВН вăййине хутшăнса шкул команди пĕрремĕш вырăн йышăнать. Кăçал та пирĕн вĕренекенсем малти вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Çулсерен вĕсем хăйсен пултарулăхне ÿстерсе пыраççĕ, тĕрлĕрен çĕнĕ номерсем, шÿтсем программăна кĕртеççĕ. Паянхи куна илсен, шкул оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче хастар хутшăнать. Çак мероприяти Çĕршыва сыхлакансен кунне халалласа иртет. Классенче патриотизм туйăмне ÿстерес тĕллевпе калаçусем, викторинăсем, конкурссем иртеççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕ тĕлне яланхиллех шкулта стройпа юрă конкурсĕ иртĕ. Халĕ эпир çак мероприятие хатĕрленетпĕр.
Унсăр пуçне çулсеренех шкулăн çамрăк хоккеисчĕсем район чысне «Ылтăн шайба» спартакиадăра республика шайĕнче хÿтĕлеççĕ. Николай Петрович Васильев тренер ертсе пынипе пирĕн ачасем ытти районсене тухса çÿреççĕ, япăх мар кăтартусемпе таврăнаççĕ. Вĕренекенсене тата çамрăксене спорт енĕпе аталанма пирĕн шкулта пĕтĕм майсем туса панă. Эрнере икĕ хутчен спортзал алăкĕ пурин валли те уçă. Эпир унта волейбол, теннис выляма çÿретпĕр. Кăçал хĕрачасен волейбол команди районта пĕрремĕш вырăна тухма пултарчĕ, арçын ачасем вара иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрсен команди район чысне республикăра çÿллĕ шайра хÿтĕлессе шанатăп.
Хамăн юратнă шкула малашне те ăнăçусем туса пыма сунатăп.
Анна ЕГОРОВА, 8-мĕш класра вĕренекен.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета