Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елка, Елка -питĕ капăр…(«Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

30 декабря 2016 г.

Елка, Елка -питĕ капăр…(«Пурнăç çулĕпе» Аликовская районная газета)

Çĕнĕ çулчен шутлă сехетсем çеç юлчĕç. Йĕри- тавралăха илемлетсе те пĕтернĕ. Савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илме пурте хатĕрленнĕ  тесен те йăнăш пулмĕ. Елкăсем ялсенче, Элĕк салин урамĕсенче унта та кунта таврана илем кÿреççĕ,  асамлă юмах тĕнчине илсе çитереççĕ тейĕн.

Тавăт ял тăрăхĕнче Çĕнĕ çула уйрăмах хатĕрлени курăнать. Малтанхи çулсенче те Тавăтсем ял çыннисене тĕлĕнтерме тăрăшнă пулсан, кăçал вара вĕсем хăйне евĕрлĕ ăсталăха кăтартнă. Ялти культура çурчĕ умĕнче çÿллĕ чăрăш вырнаçтарнă. Тăрринче çăлтăр çутатать. Унăн турачĕсене теттесемпе илемлетнĕ. Симĕс чăрăш йĕри-тавра пăрпа касса хатĕрленĕ илем куçа тыткăнлать. Çĕнĕ çул ячĕпе пăртан касса кăларнă саспаллисенчен йĕркеленнĕ сăмахсемпе саламлаççĕ Тавăтсем. Каçхи вăхăтра вĕсем çутатма тытăнаççĕ. Питех те хăйне евĕрлĕ. Халĕ çак елка кунта пурăнакансене кăна маар, ытти ялсенчи халăха та хăйĕн патне туртать. Юмах тĕнчи тейĕн çак лапама. Каçхине  те, кăнтăрла та тавралăха татах та хăйĕн çутисемпе илем кÿрет.

«Елка, Елка-питĕ капăр, симĕс –симĕс йĕписем…»- аса килеççĕ ача чухне вĕреннĕ сăвă йĕркисем, анчах та Элĕк салинчи тĕп елка  çине пăхсан«симĕс –симĕс йĕписем» тени  кăна тÿрре килеть, капăрлатас тĕлĕшпе пуçа ытлашши ватман курăнать. Тен, чăрăш чă-чăн илемне çухатасран шикленнĕ. Каç сĕмĕ çапсан çеç чăрăш тĕрлĕ тĕслĕ гирлянда çутипе ялкăшма тытăнать.

Чăрăша капăрлатма тавçăрулăх та çителĕклĕ тепĕр чухне. Акă Элĕк райповĕн çурчĕ уменче елка хăйне евĕрле теттесемпе куçа илĕртет. Çĕнĕ çул парнисем упракан курупкасене илемлĕ хутпа чĕркесе чăн- чăн тете хатĕрленĕ. Тепĕр енчен, хăйне майлă реклама та. Кашнийĕнех Çĕнĕ çул парни хатĕрлемелле-çке. Маттурсем, суту-илÿ ĕçченĕсем.

Хисеплĕ вулакансем, эсир хăвăр ялта чăрăша мĕнле илемлетрĕр? Вăл питĕ хăйне евĕрлĕ пулсан кун çинчен пире пĕлтерме ан манăр. Сирĕнтен smi03@cap.ru адреспа сăн ÿкерчĕксем кĕтетпĕр.

                                                                                                                  М.Туванская

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429260, Аликовский район, д. Таутово, ул. Школьная, д. 1 "б"
Телефон: 8(83535) 63-2-91
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика