20 сентября 2016 г.
2000 çултан пуçласа кашни çулах сентябрĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче нумай çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли куна паллă тăваççĕ. Пĕрремĕш пулăшу парассин тĕп тĕллевĕ - инкеке лекнĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварасси. Çакăн пек пулăшăва, паллах, медицина ĕçченĕсем пама пултараççĕ. Анчах та пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру пулать. Ытларах чухне медицина ĕçченĕ юнашар çук, çавăнпа та пĕрремĕш пулăшу пама пурин те пĕлмелле.
Çак куна халалласа Тавăт садикĕнчи педагогсем ачасемпе тĕрлĕрен мероприяти ирттерчĕç. Вăтам тата аслă ушкăнри ачасем «Аманнă çынна пулăшасси» видеопрезентаципе паллашрĕç. Пулас шкул ачисем тĕрлĕрен ыйтусем çине хурав тупма пултарчĕç. Çак кунах шăпăрлансем медицина ĕçченĕн пÿлĕмĕнче экскурсире те пулчĕç, тĕрлĕрен инструментсемпе паллашрĕç. Çак садикре тăрăшакан медицина ĕçченĕ Светлана Петрова аманнă çынсене пулăшу пама вĕрентрĕ, медицина аптечкипе паллаштарчĕ. Аптечка яланах ал айĕнче пулмаллине каласа ăнлантарчĕ.
Лариса ПЕТРОВА, воспитатель.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета